| 2304 | Начар лашан нуши нумай. | Ут — Лаша |
| 2305 | Начар лашапа ҫул хӗррипе ҫӳреме. | Ут — Лаша |
| 2306 | Начар лашаран лайӑх тиха кӗтме ҫук. | Ут — Лаша |
| 2307 | Начар утшӑн хӳри те йывӑр. | Ут — Лаша |
| 2308 | Парӑ лашана пушӑ кирлӗ мар. | Ут — Лаша |
| 2310 | Пӗр лашана икӗ хут хӑмӑт тӑхӑнтартмаҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2311 | Пӗр ута касни пин ута ҫитет. | Ут — Лаша |
| 2312 | Санӑн лашу шӑра тӑтӑр, пар-ха мана пушшуна. | Ут — Лаша |
| 2313 | Ҫил ҫунатлӑ ут тытма кайӑк чӗреллӗ ҫын кирлӗ. | Ут — Лаша |
| 2314 | Ҫитернӗ ӑйӑр ҫитмӗл пӑт туртнӑ, ҫитермен лаша ҫирӗм пӑт анчах туртнӑ теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2315 | Ҫумӑра хирӗҫ тӑракан лаша ҫунатлӑ теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2316 | Ҫӳрен лаша — ахаль ҫӳреме, тур лаша — турттарма. | Ут — Лаша |
| 2317 | Ҫӳретмен лаша пуҫсӑр пулать. | Ут — Лаша |
| 2318 | Тур лаша Турӑ ҫинчен аса та илмест, ҫапах пурӑнать. | Ут — Лаша |
| 2319 | Тур лашан та туртас килмест те, турта хушшинчен тухма ҫук. | Ут — Лаша |
| 2320 | Тур лашан туртасси виҫеллӗ. | Ут — Лаша |
| 2321 | Туртакан лаша ҫине тиеҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2322 | Ут иртӗхни тихана йывӑр. | Ут — Лаша |
| 2323 | Ут капантан хӑрамасть. | Ут — Лаша |
| 2324 | Ут капантан хуйхӑрмасть, йытӑ шӑмӑран хуйхӑрмасть. | Ут — Лаша |
| 2325 | Ут кӳлнӗ чух ӗне савӑнса тӑрать тет. | Ут — Лаша |
| 2326 | Ут ҫинче — выртса пӑх, ҫуран — тӑрса пӑх. | Ут — Лаша |
| 2327 | Ут ҫухалсан нӑхтипе хыҫҫӑн ут. | Ут — Лаша |
| 2329 | Ут та вӑйран кайса туртмасть. | Ут — Лаша |
| 2330 | Ут таканланӑ чух шапа та урине тӑснӑ тет. | Ут — Лаша |
| 2328 | Ут тӑвать те, вӑкӑр ҫиет. | Ут — Лаша |
| 2331 | Ут туртмасан урапа кусмасть. | Ут — Лаша |
| 2332 | Ут усрама утӑ кирлӗ. | Ут — Лаша |
| 2333 | Ут хӳри кӗпҫеллӗ. | Ут — Лаша |
| 2348 | Ут-тум сывӑ пулсан ҫитес ҫӗре ҫитме пулӗ. | Ут — Лаша |
| 2334 | Ута пӑхакан ҫуран ҫӳремен, ватта пӑхакан выҫӑ ҫӳремен. | Ут — Лаша |
| 2335 | Ута шӑл пӑхса илеҫҫӗ, хӗре куҫран пӑхса илеҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2336 | Утлӑ ҫынна ут хаклӑ, ясар ҫынна кут хаклӑ. | Ут — Лаша |
| 2338 | Утна йосо ҫитер, хӑвнах ларса тухма йосо пулӗ. | Ут — Лаша |
| 2337 | Утна кура урапа ту. | Ут — Лаша |
| 2339 | Утна пар та ҫуран ут. | Ут — Лаша |
| 2340 | Утна яр та ҫуран кус теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2341 | Утне кура турти. | Ут — Лаша |
| 2342 | Утне пӑхан ҫулта выртман, ҫынна пӑхан тулта выртман. | Ут — Лаша |
| 2343 | Утне ҫитмен туртине. | Ут — Лаша |
| 2344 | Утсӑр ҫынна ут таптамасть. | Ут — Лаша |
| 2345 | Утсем нумай та, урхамахсем пит сахал. | Ут — Лаша |
| 2347 | Утҫӑм лайӑх тесе каҫа ан юл: утҫу тӑра юлӗ ҫул ҫине. | Ут — Лаша |
| 2346 | Утҫӑм лайӑх тесе ҫула ан тух, сар ылтӑн пек пуҫна ҫухатӑн. | Ут — Лаша |
| 2349 | Учӗ йосо та чуман, йосо хуса та вӗренмен. | Ут — Лаша |
| 2350 | Хура кӗсре кӗҫеннипе каҫхи сӗмлӗх сирӗлмест. | Ут — Лаша |
| 2351 | Хура кӗсре хурлӑхне шурӑ кӗсре ҫӗклемест. | Ут — Лаша |
| 2353 | Чӑхӑмӑҫ лаша пушӑ ҫиет. | Ут — Лаша |
| 2354 | Чӑхӑмӑҫ лаша та чиканра йӑрӑ тет. | Ут — Лаша |
| 2352 | Чӑхӑмӑҫ* лаша мӑнтӑр пулать. | Ут — Лаша |